Еткерлĕх управçи 29.01.2023

Кăçал Чăваш енре архив ĕçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитрĕ. Çавна май Чăваш радиопа Чăваш Республикин патшалăх истори архивĕ пĕрле хатĕрленĕ «Еткерлĕх управçи» çĕнĕ ярăм пуçлатпăр. Паянхи кăларăмра Патшалăх истори архивĕн директорĕпе, Чăваш республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕпе, истори ăслăлахĕн кандидачĕпе Галина Ертмаковапа калаçнине итлеме сĕнетпĕр. 10 сехет те 18 минутра пуçланать.