ЧĂВАШ ТĔНЧИ 29.03.2019

Паянхи кăларăмра эпир сирĕнпе Комсомольскинчи «Каçал» халăх фольклор ансамблĕн пултарулăхĕпе паллашăпăр. Чăннипех, пултаруллă çынсем коллективра. Вĕсене пĕр çĕре пуçтараканĕ Раççей Правительствин «Душа России» преми лауреачĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Павлов.