Чăваш тĕнчи 27.04.2018

Пĕтĕм чăваш тĕнчи тӑван халăхăмăра çырулăх парнеленĕ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа йĕркеленĕ тĕрлĕ мероприятие хутшăннă. Республикăра кăна мар, чăвашсем пурăнакан пур вырăнта та сумлăн иртнĕ вĕсем. Тĕрлĕ регионсенчен килнĕ делегацисемпе чăваш наци музейĕнче культурăпа национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕ Константин Яковлев тĕл пулнă, республикăра культурăна аталантарас тĕлĕшпе çине тăрсах тимленине пĕлтернĕ.