ЧĂВАШ ТĔНЧИ 21.06.2019

Виталий Сурнаев Сĕнтĕрвăрри районĕнче Аксарин ялĕнче ĕçлесе пурăнать. Халĕ тивĕçлĕ канура. Апла пулин те ял пурнăçĕ ан сỹнтĕр тесе тăрăшать. Ял варринче пĕр лапама илемлетнĕ. Сĕтел-тенкел вырнаçтарнă. Ĕçлесе ывăннă хыççăн хурăн ращине тухса канса ларма меллĕ. Юрă-ташă ăстисем валли те вырăн пур. Никам та хистемест ăна çавсене тума. Чун ыйтнипе, тет вăл.