Чăваш тĕнчи 17.06.2016

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче 83-мĕш сезон май уйăхĕнчех хупăннă пулин те коллектив Ольга Тургайăн «Ален Делон е кĕскен телей çинчен» пьеси тăрăх «Чи кирли, чи юратни...» (Ален Делон) çĕнĕ спектакль премьерине хатĕрленĕ. Иосиф Дмитриев режиссер шухăшĕпе ку мелодрама пирĕн пурнăç чăнлăхне куракансем патне çитерет.