ЧĂВАШ ТĔНЧИ 13.09.2019

Паянхи кăларăмра тăван чĕлхе пирки калаçăпăр. Унăн шăпи Çĕмĕрле районĕнчи Юманайĕнче пурăнакан Ольга Архиповăна питех те канăç памасть. Ольга Александровна 40 çул ытла ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, малтан Ельчĕк, кайран Çĕмĕрле тăрăхĕсенче. Вăл ĕнер 90 çул тултарнă.