ЧĂВАШ ТĔНЧИ 12.04.2019

Апрелĕн 25-мĕшĕнче эпир кашни çулах Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çавна май паян эпир сирĕнпе тăван чĕлхе пирки калаçăпăр. Унăн шăпи Çĕмĕрле районĕнчи Юманайĕнче пурăнакан Ольга Архиповăна канăç памасть. Ольга Александровна 32 çул ытла ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, малтан Ельчĕк, кайран Çĕмĕрле тăрăхĕсенче.