ЧĂВАШ ТĔНЧИ 12.02.2021

Паян эпир сирĕнпе халăх пултарулăхĕ пирки калаçăпăр. Канаш районĕнчи Шăхасанта ĕçлесе пурăнакан Валентин Кузнецов хамăр халăх йăли-йĕркине, юрри-ташшине питĕ кăмăллать. Вĕсене халăхра ытларах сарас тесе тăрăшать.