ЧĂВАШ ТĔНЧИ 10.05.2019

Республикăн тĕп хулинче пурăнакансем, тĕрлĕ районтан тухнисем, пĕр-пĕрин патне çул ан çухалтăр тесе тăрăшаççĕ. Ентешлĕхсене йĕркеленине те çавăнпах ăнлантармалла пулĕ. Тăван кĕтесрен уйрăлас мар, унта пурăнакансемпе çулталăкра пĕрре те пулсан курса калаçас тĕллевпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ. Вăрнар районĕнче çуралса ỹснисен «Туслăх» ентешлĕхĕн пуçлăхĕ Андрей Суварин та çак пĕрлешĕвĕн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăккине палăртать.
Валери Тургай «Чĕрене юратма чараймастăн» çĕнĕ кĕнеке пичетлесе кăларчĕ.