ЧĂВАШ ТĔНЧИ 08.11.2019

Хĕрсемпе каччăсем ĕлĕкрех ялти пĕр-пĕр киле пуçтарăнса улах ларнă. Краççын çутипе кĕнчеле арланă, çип пĕтĕрнĕ, çăпата тунă, тĕрĕ тĕрленĕ, чĕнтĕр çыхнă. Каччисем хăйсем юратнă хĕрĕсем çумне ларма тăрăшнă. Ĕçле-ĕçле юрланă. Краççын çук чухне юман чĕрсе типĕтнĕ те çавна çунтарнă. «Чăваш тĕнчи» кăларăмра хамăр халăхăн йăли-йĕрки пирки ытларах калаçăпăр.