ЧĂВАШ ТĔНЧИ 07.06.2019

Пултарулăхпа çыхăннă çынсем пĕлеççĕ, пирĕн республикăра писательсен виçĕ пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Кама мĕн парать вăл, ун пирки калаçмăпăр. Вăя сапаласа яни пулмасть-ши тесе шутланăран профессионал писательсен Союзĕн ертỹçипе Лидия Филипповăпа тĕл пулас терĕмĕр.