Чăваш тĕнчи 03.05.2024

Анонс. Чăваш тĕнчи. 03.05.24 Кăçал чÿк уйăхĕнче Çеçпĕл Мишши - Михаил Кузьмич Кузьмин вĕри чĕреллĕ чăваш поэчĕ çуралнăранпа 125 çул çитнине уявлатпăр. Çак паллă куна халалласа республикăра тата чăвашсем пурăнакан ытти тăрăхсенче çулталăк тăршшĕпех тĕрлĕ мероприятисем сахал мар иртеççĕ. Профессионал писательсен республикăри пĕрлешĕвĕн ертÿçин çумĕ Лидия Филиппова поэт тата писатель кăвар чĕреллĕ ентешĕ çинчен поэма çырнă.