Тăван тавралăх 26.12.2022

Нумаях пулмасть Шупашкар, Çĕрпÿ, Элĕк, Етĕрне районĕнчи, Красноармейски округĕнчи сунар инспекторĕсене 5 çĕнĕ машин уççисене панă. Кăларăмра Эля Иванова корреспондент çавăн пекех «Чăрăш-2022» операци шайĕнче рейдсем ирттерни, çутçанталăка сăтăр тăвакансене мĕнле яваплăх кĕтесси çинчен каласа парать. Эфирта 6 сехет те 28 минутра янăрать.