Тăван тавралăх 29.01.2024

Пĕлтĕр октябрь уйăхĕнче Чăваш Республикин Хĕрлĕ Кĕнекен çĕнетнĕ кăларăмĕ кун çути курнă. Ку вăл 2-мĕш томăн малалли пайӗ. Пичет кăларăмĕнчи улшăнусем пирки паллă орнитолог, Хĕрлĕ Кĕнекен авторĕсенчен пĕри Александр Яковлев каласа парать.