Тăван тавралăх 20.03.2023

Çак культура учрежденийĕ район мĕнле йĕркеленсе кайнипе, унăн аталанăвне тÿпе хывнă çынсемпе, таврари чĕрчунпа, ÿсен-тăранпа туллин паллаштарать, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсен ячĕсене асра тытма пулăшать, халăхăн йăли-йĕркине сăнласа парать. Сăмах Комсомольски округĕнчи «Çĕр тата çынсем» халăх музейĕ пирки. Нумаях пулмасть унта пирĕн корреспондент Эля Иванова пулса курнă, музейра ĕçлекен экскурсоводпа Василий Васильевпа курса калаçнă. Тĕпленрех «Тăван тавралăх» кăларамра 6 сехет те 28 минутра.