Тăван тавралăх 15.08.2023

Муркаш тăрăхĕнчи Ильинкăран хĕвеланăç еннелле ÿсекен Чăваш юманĕ «Раççейри çулталăк йывăçĕ» конкурсра çĕнтернĕ, 21 577 сасă пухнă. Регион пӗлтерӗшлӗ ҫутҫанталӑк палӑкĕ пирки тĕпленрех кăларăмра вырăнти паллă таврапĕлÿçĕ, Ильинкăри вăтам шкулта географи учителĕ пулса ĕçлекен Игорь Каргин каласа парать.