Самое время. Прямой эфир 30.03.2022

Республикăри патшалăх театрĕсем хушшинче çулсерен «Чĕнтĕрлĕ чаршав» конкурс иртет. Çĕнтерÿçĕсене мартăн 27-мĕшĕнче, Пĕтĕм тĕнчери театрсен кунĕнче, палăртаççĕ. Кăçал ку уяв К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ. Кăçалхи конкурс çĕнĕлĕхĕсем, çĕнтерÿçĕсем çинчен тата республикăри театр ĕçченĕсен Союзĕн ĕçе-хĕлĕ çинчен калаçма «Вăхăт çитрĕ» кăларăма асăннă Союзăн ертÿçине Сергей Павлова чĕнтĕмĕр. Эсир те, радио итлекенсем, пирĕн калаçăва хутшăнма пултаратăр. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче 56-19-73 номерпе шăнкăравлăр. «Вăхăт çитрĕ» кăларăм 13 сехет те 18 минутра пуçланать.