Вăхăт çитрĕ 20.03.2024

«Вăхăт çитрĕ» - 20.03.2024 1934-мĕш çулхи март уйăхĕнче Чăваш АССР халăх комиссарĕсен Канашĕ халăха вĕрентекен кадрсен квалификацине ÿстерес тĕллевпе институт йĕркеленĕ. 1993-мĕш çултан вара вăл Чăваш Республикинчи вĕренÿ институчĕ ятлă. Кăçал асăннă институт 90 çул тултарчĕ. Çавна май паянхи «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра Вĕренÿ институчĕ çинчен калаçăпăр. Унăн историне аса илĕпĕр, хальхи тата пуласси çинчен те сăмах пулĕ институт проректорĕпе – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентÿ ĕçченĕпе Инесса Ядранскаяпа тата филологи ăслăлахĕсен кандидачĕпе, регион атлананăвĕн Центрĕн ертÿçипе Александр Кузнецовпа пуçланă калаçура. Кăларăм 13 сехет те 18 минутра пуçланать. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче эсир те, хисеплĕ радио итлекенсем, пирĕн калаçăва хутшăнма пултаратăр, яланхиллех 56-19-73 телефонпа шăнкăравлар.