САМОЕ ВРЕМЯ. ПРЯМОЙ ЭФИР 29.05.2019

Республикăри Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ патшалăх Çамрăксен театрĕ хăй 85 çул тултарнине çĕнĕ çуртра кĕтсе илчĕ. Халĕ Çамрăксен театрĕ маларах «Çеçпĕл» кинотеатр пулнă çуртра ĕçлет. Мĕнле пурăнать театр, куракансене мĕнпе савăнтарать, илĕртет тата мĕнле йывăрлăхсем пур унăн; Çак ыйтусем тавралла театрăн директорĕпе Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕпе Елена Николаевнапа калаçăпăр «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра. Вăл 13 сехет те 18 минутра эфира тухать. Тỹрĕ эфир вăхăтĕнче 56-19-73 телефонпа хăвăрăн ыйтусене е сĕнỹсене пама пултаратăр.