Самое время. Прямой эфир 18.07.2018

Юнкунсерен тỹрремĕнех эфира тухакан «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра ку хутĕнче республикăра спорт мĕнле аталанни çинчен калаçрăмăр. Уйрăмах, футбола тимлĕх уйăртăмăр. Кăçал Раççейре футбол енĕпе Тĕнче чемпионачĕ иртрĕ, ăна тивĕçлипех ирттерсе ятăмăр. Пирĕн çĕршывăн команди пĕрре тăваттăмĕш финала лекрĕ. Студи хăни - ĕç тата спорт ветеранĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн спорт отличникĕ Петр Сидоров пулчĕ.