Самое время. Прямой эфир 15.08.2018

Çанталăк кĕркунне еннелле сулăнчĕ. Пахчасенче тĕрлĕ çимĕç пулса çитрĕ, хăшĕсене пуçтарса та кĕртме ĕлкĕртĕмĕр.
Сивĕсем пуçланиччен вăхăт чылай-ха. Çавăнпа эпир сад-пахчара паян тумалли ĕçсем пирки тỹрĕ эфирта калаçас терĕмĕр. Килес çул пахчаçимĕç ăнса пултăр, хуçисене савăнтартăр тесен мĕн тумалла;
Ыран 13 сехет те 20 минутра пуçланакан «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра студи хăнипе Геннадий Васильевич Васильев агрономпа калаçăпăр та çавсем пирки.
Тỹрĕ эфир вăхăтĕнче студири 56-19-73 телефон номерĕпе шăнкăравласа хăвăр шухăша пĕлтерме пултаратăр.
Кăларăм 13 сехет те 20 минутра пуçланать.