Самое время. Прямой эфир 14.02.2024

Паянхи кăларăмра Афган вăрçи витĕр тухнă, хальхи вăхатра мирлĕ ĕçпе пурнăнакан педагог, писатель, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Анатолий Ефимов пулĕ. Литературăри хушма ячĕ Хмыт. Кăçал совет çарĕсене Афганистан Республикинчен кăларнăранпа 35 çул çитнĕ май, Тăван çĕршывран инçетре иртнĕ çулсене те аса илĕпĕр. Хальхи çăмрăксенче тăван чĕлхене юратма вĕрентесси, вĕсенче патриотизм туйăмне мĕнле аталантарасси тата ытти ыйтусем тавра та калаçăпăр. Тÿрĕ кăларăм вăхăтĕнче 56-19-73 телефонпа шăнкăравласа пирĕн калаçăва хутшăнма пултаратăр. 13 сехет те 18 минутра пуçланать.