Самое время. Прямой эфир 11.07.2018

Паян 13 сехет те 17 минутра эфира тухакан «Вăхăт çитрĕ» кăларăма иртнĕ канмалли кунсенче паллă тунă çемье, юрату, шанчăклăх уявне халаллăпăр. Кашни çынна мĕн ĕлĕкренех, çемье çавăрса мăшăрлă пулма суннă. Ахальтен каламаççĕ. Çемьесĕр çын - çунатсăр çын тесе.Паянхи «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра çемье тăнăçлăхĕ, çирĕплĕхĕ мĕнре пулнине сỹтсе явăпăр. Эсир те радиотлекенсем хăвăр шухăшăра пĕлтерме пултаратăр. Тỹрĕ эфир вăхăтĕнче шăнкăравсене 56-19-73 телефон номĕрĕпе йышăнаççĕ.