Самое время. Прямой эфир 07.11.2018

Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ, ЧР халăх артисчĕ, Республикăри Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Халăхсен туслăхĕ Орденлĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕн артисчĕ Валентина Музыкантова ноябрĕн 1-мĕшĕнче юбилейне паллă турĕ. «Вăхăт çитрĕ» кăларăма нумайăшĕ юратакан паллă артиста хамăр студине чĕнтĕмĕр. Валентина Ивановна пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен калаçăпăр. Ыйтмалли е салам сăмахĕсем каламалли пур пулсан шăнкăравлăр.