Самое время. Прямой эфир 07.09.2022

Раççейри Вырăс георграфи обществи Чукоткăна йĕркеленĕ çулçÿреве пирĕн икĕ ентеш - «Чăваш Ен» телерадиокомпанин телевидени корреспонденчĕ Алексей Енейкин тата Дмитрий Алексеев усламçă - хутшăннă. Нумаях пулмасть вĕсем Шупашкара таврăнчĕç. Мĕнле сăлтавпа инçе çула тухни, мĕн курса тĕлĕнни, унти халăхсем мĕнле пурăнни тата ытти çинчен «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра каласа парĕç. 13 сехет те 18 минутра итлĕр. Хăвăра кăсăклантаракан ыйтусене тÿрĕ эфир вăхăтĕнче 56-19-73 телефонпа ыйтса пĕлме пултаратăр.