Самое время. Прямой эфир 07.04.2021

Чăваш радио йĕркеленнĕренпе кăçал 95 çул çитнĕ май апрелĕн 26-мĕшĕнче Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче пысăк уяв концерчĕ пулать. Çак пулăм тата ытти ыйтусем тавра калаçăпăр паянхи «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра. Сирĕн тата пирĕн ыйтусене Чăваш радио ертỹçипе Эльвира Тимофеевапа Александр Васильев юрăç хуравлĕç. Тỹрĕ эфир вăхăтĕнче пирĕнпе çыхăнмалли телефон номерĕ яланхиллех 56-19-73. 13 сехет те 18 минутра пуçланать.