Самое время. Прямой эфир 06.07.2022

Паянхи кăларăма Чăваш Республикин халăх поэчĕ, Чăваш Республикин искусствосен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чĕмпрĕ облаçĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Светлана Асамат хутшăнать. Кăларăма паллă юрăçăн, поэтăн çавра датине халалланă. Çавна май тÿрĕ эфир вăхăтĕнче шăнкăравласа Светлана Васильевнăна саламлама та, ыйту пама та пултаратăр. Телефон номерĕ 56-19-73. 13 сехет те 18 минутра пуçланать.