Самое время. Прямой эфир 02.06.2021

Ĕнер Пĕтĕм тĕнчери ачасен кунĕ пулчĕ. Ăна 1949-мĕш çулта Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен демократиллĕ Федерацийĕн сессийĕнче йышăннипе килĕшỹллĕн çулсерен июнĕн 1-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Ачасем çинчен калаçатпăр-ха эпир, вĕсене мĕнле тĕрĕс воспитани парса ỹстересси çинчен те, усал-тĕселрен хỹтĕлесси тата ытти ыйтусем тавра та сахал мар калаçатпăр. Анчах пурнăçра сусăр ачасем те пур вĕт-ха. Вĕсем мĕнле пурăнаççĕ, аталанма, вĕренме мĕнле майсем пур вĕсен; Çакăн çинчен калаçас терĕмĕр эпир паянхи «Вăхăт çитрĕ» кăларăмра. Пирĕн студире Республикăри вĕренỹ министерствин «Ачасемпе пĕрле пулса вĕсене пур енлĕн аталантарас вĕрентỹ центрĕнче» ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен педагог Любовь Кудрявцева.