Самое время 17.05.2019

Паян 12 сехет те 17 минутра «Вăхăт çитрĕ» тỹрĕ эфирта рабочи профессийĕсем пирки калаçăпăр. Паянхи кун пысăк квалификациллĕ кадрсем кирлĕ. Çĕнĕ технологиллĕ оборудованисемпе машинăсем çинче ĕлĕкхилле ĕçлеймĕн. Çавна май, паллах, кадрсене хатĕрлесси малти вырăна тухать. Республикăри вĕрентỹ заведенийĕсенче паянхи куна лару-тăру мĕнлерех; Çак ыйтусене сỹтсе явма студие Шупашкарти транспортпа строительство технологийĕн техникумĕн транспорт технологийĕн пайĕн ертỹçине Елена Прокопьевăна чĕнтĕмĕр. Эсир те радио итлекенсем кăларăма хутшăнма пултаратăр. Шăнкăравлăр, хăвăр шухăшăрсене пĕлтерĕр. Тỹрĕ эфир телефон номерĕ - 56-19-73.