Çỹпçипе хупăлчи 30.08.2017

55 çул хушши алла-аллăн пурнăç çулĕпе утакан Йĕпреç районĕнчи Чăваш тимеш ялĕнче пурăнакан нумай ачаллă Ивашкинсен çемйипе паллаштаратпăр. Вĕсен 10 ача, 17 мăнук тата 7 кĕçĕн мăнук. Вениамин Семенович тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Ленин тата Ĕçпе Хĕрлĕ Ялав орденсем, «ЧАССРĕн тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ» ята тивĕçнĕ. Мăшăрне - Валентина Ефимована - «Амăш героиня»орденпа чысланă.