Çỹпçипе хупăлчи 17.08.2022

Канаш районĕнчи Ямаш салинче пурăнакан Владимирпа Галина Харитоновсем кăçал «Юратупа шанчăкшăн» медале тивĕçнĕ. Туслă та çирĕп çемье 42 çул каялла йĕркеленнĕ. Хисеплĕ мăшăр виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ, халĕ мăнуксене ура çине тăма пулăшаççĕ.