Çỹпçипе хупăлчи 28.12.2016

Муркаш районĕнчи Шаптак ялĕнче пурăнакан Юрий Германовичпа Татьяна Илларионовна Ивановсем 50 çул ытла пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса пурăнаççĕ. Икĕ ача пăхса çитĕнтернĕ: ывăлпа хĕр. Халĕ вĕсен 4 мăнукпа пĕр кĕçĕн мăнук. «Хĕллехи вăхăтра ал-ĕçпе йăпанатпăр, çулла вара кил-картинче, пахчара кăштăртататпăр. Ачасем пĕрмаях пулăшса тăраççĕ, пысăк ĕçсене яланах пĕр-пĕринпе канашланса тăватпăр, - теççĕ вĕсем.