Çỹпçипе хупăлчи 28.09.2016

Элĕк районĕнчи Асамат ялĕнче пурăнакан Федор Никифоровичпа Лидия Григорьевна Никифоровсем мăшăрланни кăçал 62 çул çитрĕ. Вĕсене «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе чысланă. Виçĕ ача ỹстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Сумлă мăшăр çамрăксемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăрать.