Уçă калаçу 08.02.2022

Тутар республикинчи Сиктĕрме-Хусанкай ялĕ патĕнче, авалхи Сăвар хули пулнă вырăнта, «Çĕнĕ Сăвар» туризмăн архитектурăпа этнокультура комплексне хăпартаççĕ. Кун çинчен тата ытти ыйтусем тавра тĕплĕнрех калаçма «Уçă калаçу» кăларăма «Çĕнĕ Сăвар» хулаша çĕклес енĕпе ĕçлекен ушкăн ертÿçине – ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Эдуард Бахмисова чĕнтĕмĕр. «Уçă калаçу» кăларăм 13 сехет те 18 минутра эфира тухать. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче эсир те, хисеплĕ радио итлекенсем, пирĕн калаçăва хутшăнма пултаратăр. Телефон номерĕ 56-19-73.