Уçă калаçу 25.04.2024

 Паян, апрелĕн 25-мĕшĕнче, Чăваш чĕлхи кунне паллă тăватпăр. Çак пĕлтĕрешлĕ кун чӑвашсене ҫӗнӗ ҫырулӑх парнеленĕ Иван Яковлевич Яковлев çуралнă. Республикăра ăна халалланă мероприятисем апрелĕн 25-мĕшĕчченех пуçланнă. Аслă пĕлÿ паракан шкулсенче те чылай ĕç-пуç йĕркеленĕ. Кăларăмра вĕсем пирки Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс, чăваш тата журналистика факультечĕн деканĕ Алена Иванова каласа парать. «Уçă калаçу» эфира паян 7 сехет те 27 минутра тухать.