ВĂРÇĂ АЧИСЕМ 30.06.2020

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн çапăçнă салтаксем мирлĕ пурнăçра та халăхăн лăпкă пурнăçне сыхланă. Фронтран таврăнсан вĕсем милици органĕсенче ĕçлеме пуçланă, саккуна пăсакансемпе кĕрешнĕ. Шалти ĕçсен тытăмĕнче вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă Вениамин Иванов вĕсемпе паллаштарать.