Вăрçă ачисем 29.06.2021

Патăръел тăрăхĕнче пурăнакан Зинаида Петухова Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне ултă çулта пулнă. Нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ вăл. Ашшĕ фронта тухса кайсан амăшĕ тăхăр ачапа тăрса юлать. Вĕсене мĕнле те пулсан ура çине тăратас тесе тимлет вăл.