ВĂРÇĂ АЧИСЕМ 24.11.2020

Элĕк районĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Евдокия Кузьминична Егорова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 13 çулта пулнă. Фашистсенчен сыхланса Етĕрне тăрăхĕнче окопсем чавма янă ăна. Унта лайăх тăрăшса ĕçленĕшĕн «пурçăн çитсă панă». Пурнăç тăршшĕпех çапла, канма пĕлмесĕр тăрмашать вăл. Чунĕпе яланах çамрăк.