ВĂРÇĂ АЧИСЕМ 21.01.2020

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерỹпе вĕçленнĕренпе 75 çул çитет. Çавна май, эпĕ хамăн кăларăмра тылра паттăрлăх кăтартнисем пирки каласа парас тетĕп. Фронтра кăна мар, кашни ялпа хулара хĕрỹ çапăçу пынă, ирсĕр тăшмана хамăр çĕр çинчен хăваласа ярассишĕн, тĕппипех çапса аркатассишĕн выçăллă-тутăллине пăхмасăр уй-хирте, фермăра, фабрика - заводсенче тăрăшнă çынсем.
Вунă - вунтăватă çулхи ачасем аслисенчен юлман, тырă вырнă, ака -суха тунă, станоксем умне тăрса хĕçпăшал кăларнă. Çавсене чĕнĕп эпĕ хамăн кăларăма. Паян вара Шупашкарта пурăнакан Вениамин Иванов вăрçă ачин асаилĕвĕсене итлĕпĕр.