ВĂРÇĂ АЧИСЕМ 20.10.2020

Шупашкарта пурăнакан Николай Краснов ветеранăн «Вăрçă ачисем» ятлă кĕнекинче çапла çырни пур: «Пирĕн чăваш çĕрĕ çине нимĕçе ура пусма памарĕç.çав пĕчĕк паттăрсем. Вăрçă йывăрлăхĕн шăпи çав вăхăтри ачасене пачах та шеллемен. Ача вăхăчĕ иртичченех, выçăллă - тутăллă-и, çĕтĕк-çатăк тумтирпе-и вĕсем хĕрарăмсемпе юнашар тăрса ялхуçалăх ĕçĕнче Çĕнтерỹ кунне çывхартма тăрăшнă, канма пĕлмесĕр, чир-чĕрне пăхмасăр-тумасăр кунĕн-çĕрĕн ĕçленĕ. Сахаллансах пыраççĕ вăрçă ачисем».