ВĂРÇĂ АЧИСЕМ 19.05.2020

Çамрăк ăру аслашшĕ-асламăшĕсем, ашшĕ-амăшĕсем пуласлăхшăн пурнăçне шеллеменнине ăнланать. Чылай çемьере фронтран янă виçĕ кĕтеслĕ çырусем паянхи кунчченех упранаççĕ. Вăхăтпа сарăхнă хут çине шăрçаланă сăмахсене чун çỹçенмесĕр тата куççульсĕр вулама çук. Шупашкарта пурăнакан Вениамин Ивановăн килĕнче те çавнашкал çырусене вăхăтăн-вăхăтăн алла илсе вулаççĕ.