ВĂРÇĂ АЧИСЕМ 18.02.2020

Аслă Çĕнтерỹ 75 çул тултарнă ячĕпе вăрçă ветеранĕсемпе тылра ырми-канми тăрăшнисене юбилей медалĕсем тивĕçеççĕ. Çак кунсенче Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев Ярмушка ял тăрăхне кĕрекен ялсенче пурăнакансене хаклă наградăпа чысларĕ.