ВĂРÇĂ АЧИСЕМ 17.03.2020
ПрограммыВладислав Алексеев Элĕк районĕнчи Çулавăçра йышлă çемьере çуралса ỹснĕ, ачисем саккăрăн пулнă. Ашшĕпе амăшĕ иккĕшĕ те педагог. Вăрçă пуçлансан ашшĕ Алексей Лукин фронта тухса кайнă. Амăшĕ учитель пулсан та хуçалăх ĕçĕсене хутшăннă. Ачисене çăкăр пĕçерсе çитернĕшĕн, пĕррехинче, аслашшĕне чутех персе пăрахман.