ВĂРÇĂ АЧИСЕМ 16.06.2020

Çĕрпỹ районĕнчи Тепикассинче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Георгий Фадеев вăрçă ачи пĕтĕм йывăрлăха чăтса ирттерсе сарлака пурнăç сукмакĕпе тивĕçлипе утать. Пушар хуралĕн службинче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та ăна килте лартмаççĕ. «Çулăм» ансамбль йĕркелесе паянхи кунчченех халăхпа, çамрăксемпе тĕл пулаççĕ, çĕршыва, лăпкă пурнăçа хỹтĕлекенсем пирки каласа параççĕ.