ВĂРÇĂ АЧИСЕМ 16.02.2020

Элĕк районĕнчи Мăн Карачурара çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Зоя Никонорова Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне ултă çулта пулнă. Ашшĕ фронта тухса кайнине, ун хыççăнах амăшне Сăр тăрăхне окопсем чавма ăсатнине лайăх астăвать вăл.