ВĂРÇĂ АЧИСЕМ 15.12.2020

Çĕршыва инкек килсе çапсан халăх алла пăшал тытнă. Вăл вăхăтри пурнăç пирки эпир аслисем каласа панинчен кăна пĕлетпĕр. Шупашкарта пурăнакан Вениамин Иванов та вăрçă пуçланнă чухне ача пулнă. Ашшĕпе пиччĕшĕн фронтри çулĕсене тата вĕсен шухăш-кăмăлне вĕсем çырусенчен пĕлсе тăнă.