ВăРçă АЧИСЕМ 15.05.2018

Элĕк районĕнчи Сатлайккăра çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Маргарита Лебедевăпа йăмăкĕ вăрçă ветеранĕсем пулнă ашшĕпе амăшне аса илеççĕ. Ашшĕ фронтра Тăван Çĕршыва хỹтĕленĕ. Кăкăр тулли медальсемпе орденсем пулнă унăн. Анчах мирлĕ пурнăçра вĕсене çакса çỹреме юратман. Амăшĕ тылра ырми-канми вăй хунă.