ВĂРÇĂ АЧИСЕМ 09.02.2020

2021 çула Сăр тата Хусан тăрăхĕсенчи чикĕ сооруженийĕсене тăвакансен асăм çулталăкĕ тесе палăртнă. Эпир хамăр кăларăмсенче вĕсен асаилĕвĕсене тата вĕсем çинчен каласа панисене эфира кăларатпăр. Вăрнар районĕнчи Юпшăк Ялтăрара пурăнакан Дина Никифорова Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне 12 çулта пулнă. Ашшĕ çĕре кĕнĕ, аппăшне фронта илсе кайнă. Хĕрачан вара çамрăклах колхоз ĕçне кỹлĕнме тивнĕ.