ВĂРÇĂ АЧИСЕМ 05.01.2021

Эпĕ Сире çĕршыва ура çине тăратнă ветерансемпе малалла паллаштаратăп. Вĕсен паттăрлăхне пула хура тискер тăшмана çапса аркатнă, вăрçăпа юхăннă хуçалăха çĕкленĕ. Элĕкре пурăнакан Клавдия Степановăн ашшĕ Порфирий Степанович пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă, амăшĕ Кликерия Дмитриевна тылра ырми-канми тăрăшнă.