Вăрçă ачисем 04.05.2021

Республика пуçлăхĕн пуçарăвĕпе Сăр тата Хусан тăрăхĕсенче хỹтĕлев чиккине тăвакансене чысласа кăçал палăк лартма йышăннă. Районсемпе хуласенче тылра ырми-канми тăрăшнă ветерансен ячĕсене ĕмĕрлĕх асра хăварас тесе тăрăшаççĕ. Вăрнар районĕнче Хурăнсур Çармăсри Федор Кузьмин ятарласа энциклопеди хатĕрлесе пичетлесе кăларма шутлать.